+13 °С
Облачно


- Çакна питĕ лайăх хыпар тесе шутлатăп. Авиарейс уçас йышăнăва Узбекистанри ĕçтешсем те ырларĕç. Самарканд – Азири чи илемлĕ те илĕртекен хуласенчен пĕри шутланать. Пĕтĕмĕшле илсен Узбекистанра хитре вырăнсем чылай. Ĕпхÿпе Пушкăртстанăн та хăнасене кăтартмалли çителĕклех. Икĕ енчи туристсем те кăмăллă юлма тивĕç, - палăртнă Радий Хабиров.
Маларах «Башинформ» агенство февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейрен Казахстана - Астана, Алмата, Атырау хулисене - малтан çÿренĕ яланхи маршрутсем çĕнĕрен пуçланасси пирки пĕлтернĕччĕ.