Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
20 Июнӗн 2023, 11:45

Эстонире Салават Юлаева чысланă

Эстонире пушкăрт халăхĕн наци геройне, поэт-юрăçа 1773-1775 çулсенче хресчен вăрçинче Емельян Пугачевăн чи çывăх тусĕ пулнă Салават Юлаева чысланă. Унăн çуралнă кунне кашни çулах июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Алли-урисене çыхнă Салават Юлаевпа унăн ашшĕне икĕ лавпа Балтири Рогервик крепоçне (халĕ Палдиски хули) ĕмĕрлĕх каторгăна илсе килнĕ. Салават Юлаевпа Юлай Азналин хăйсен пурнăçĕн юлашки кунĕсене çакăнта ирттернĕ.

Эстонире Салават Юлаева чысланă
Эстонире Салават Юлаева чысланă

- Палдиски – кашни пушкăртшăн сăваплă вырăн. Унта эпир темиçе машинăпа çитрĕмĕр. Тĕлĕнмелле илемлĕ, хĕвеллĕ кун пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, малтан чечексем лартрăмăр. Хула администрацийĕ Салават Юлаев бюсчĕ тăракан парка пăхсах тăрать – курăкне çулнă, чечексем лартнă, - каласа парать пирĕн ентеш, тахçантанпах Эстонинче пурăнакан Дина Гаврилова çыравçă. – Нумай çул хушшинче наци геройĕн çуралнă кунне уявламалли йăласем йĕркеленнĕ. Ишимбай районĕнче çуралса ÿснĕ Хайдар Файзуллин Коранри сурасене араб чĕлхипе вуларĕ. Ку - ĕмĕрлĕхе кайнисемшĕн вулакан кĕлĕ.
«Агидель» пушкăрт культура обществин председателĕ Флюза Хайруллина хăйĕн салам сăмахĕнче пушкăрт халăх ăс-хакăлĕшĕн Салават Юлаев пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Унпа пĕрле унăн ашшĕ Юлай, Канзафар Усаев тутар тата Укап ятлă чăваш та кĕрешнине аса илнĕ. Флюза Хайруллина Ильнур Хайруллин шăрантарнă курай аккомпанеменчĕпе Гульдария Юсупован «Палдиски хулинчи палăк» сăвва илемлĕ вуланă.
Чăваш культура пĕрлĕхĕн пайташĕ Дина Гаврилова Гулдария Юсупован Палдиски хулинче Салават Юлаевăн палăкне уçнă хыççăн унтан пĕр ывăç тăпра илсе таврăннă пушкăрт халăх поэтне Равиль Бикбаева халалланă сăввине шăрантарнă.
Уяв фотосессийĕ хыççăн делегаци Салават Юлаев ячĕпе çыхăннă маяк енне çул тытнă, наци геройĕ тăван çĕрĕшĕн тунсăхласа тинĕс хĕрринче пушкăртла юрăсем юрланă вырăнсем тăрăх утнă. Ют çĕршыв çынни тинĕс патне пырса каçса кайсах хăйĕн чĕлхипе юрланине кунта пурăнакансем каласа панă.
- Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак куна маяк патĕнче вĕçлерĕмĕр. Тинĕс хĕрринчех пикник турăмăр. Сĕтел çинче хĕрарăмсем хăйсем пĕçернĕ пушкăрт наци апачĕсем, корот тата Пушкăртстанри курăксенчен вĕретнĕ техĕмлĕ чей пурччĕ. Сĕтел варринче - Артур Исмангулов Оренбург облаçĕнчен илсе килнĕ чак-чак. Хаваспах Караидель районĕнчи çăратнă пылак сĕтпе сăйлантăмăр, - каласа парать Дина Гаврилова. – Чей ĕçнĕ май малашлăх планĕсене сÿтсе яврăмăр. Çитес çул юбилейлă – Салават Юлаев çуралнăранпа 270 çул çитет. Интереслĕ шухăшсемпе плансем сĕнекенсем нумайăн пулчĕç, пурте пурнăçланасса шанатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: