Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
12 Нарӑсӑн , 14:51

Беларусинче Пушкăртстан поварĕсем акăш-макăш пысăк кыстыбый хатĕрленĕ

Пушкăртстан поварĕсем пысăк кыстыбый хатĕрленĕ те 500 çынна хăналанă.  

Беларусинче Пушкăртстан поварĕсем акăш-макăш пысăк кыстыбый хатĕрленĕ
Беларусинче Пушкăртстан поварĕсем акăш-макăш пысăк кыстыбый хатĕрленĕ

Наци апатне  Минск хулинче иртнĕ «Тарават Пушкăртстан» фестивальте пĕçернĕ. Ăна хатĕрлеме 40 кг çĕр улми, 15 кг пуç сухан, 12 кг çăнăх, 3 кг услам çу, 4 литр сĕт, 7 литр шыв кирлĕ пулнă. Пысăк кыстыбыя 3 метр диаметрлă çатма çинче ăшаланă.

- Фестивальте Ĕпхÿрен килнĕ чи ăста поварсем белоруссене республика кухнин йăли-йĕркипе паллаштарнă. Пушкăрт культурине наци кухнин историйĕ тăрăх сăнласа панă, - палăртнă ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев.  

Çавăн пекех пирĕн республикăн Кулинарсен, рестораторсен тата отельерсен ассоциацин ушкăнĕ пушкăрт наци апачĕсен мастер-класĕсене икĕ кун тăршшĕ ирттернĕ: пылак тата ашран хатĕрленĕ  губади, чей-балеш, табикмак икерчĕ, вир пăттипе кыстыбый хатĕрлеме вĕрентнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: