Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
26 Мартӑн , 10:45

Туслăх кĕперĕ çирĕпленет

Иртнĕ эрнере Авăркас районĕн пысăках мар делегацийĕ Чăваш Енре пулса килнĕ. Унăн йышĕнче район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, район Канашĕн секретарĕ Юрий Николаев тата «Салават» хресченпе фермер хуçалахĕн ертÿçи Василий Федоров пулнă.

Туслăх кĕперĕ çирĕпленет
Туслăх кĕперĕ çирĕпленет

Сумлă хăнасене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев йышăннă, вĕсем районта чăваш культура центрĕ тăвас ыйтăва тата кăçал çу кунĕсенче республика шайĕнчи Уяв йăла-йĕрке праçникне ирттерессине сÿтсе явнă.

Çавăн пекех делегаци Шупашкар муниципаллă округăн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа тĕл пулнă, икĕ тăванла районсен (2014 çулта килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ) хушшинчи ĕçлĕ хутшăнăва аталантарас енĕпе тумалли ĕçсене палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: