Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
4 Сентябрӗн , 11:00

Редакци почтинчен

Ырă кун пултăр, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем!

Редакци почтинчен
Редакци почтинчен

Паян «Урал сасси» хаçатра Петĕр Хусанкай çырнă «Таня» поэмăн юлашки сыпăкне вуларăм. Тавтапуç сире эпĕ ыйтнине манмасăр поэмăна хаçатра пичетлесе кăларнăшăн.
Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнче вĕреннисем, шкул интернатĕнче пурăннисем аса килчĕç. Пĕр пÿлĕмре Сосновка, Вишневка, Сармандеевка ялĕсенчен килнĕ 22 хĕр ача (5-10 классенче вĕренекенсем) пурăнаттăмăр. Хамăрах кăмака хутса апат пĕçереттĕмĕр. Шывне дежурнăйсем кам патĕнчен те пулсан пусăран ăсса пысăк бакпа иккĕн çĕклесе килетчĕç.
Шкул программи тăрăх, поэмăн вун пиллĕкмĕш сыпăкне пăхмасăр калама вĕренмеллеччĕ. Эпĕ çак сыпăка паян та хумханса вуларăм. Мăшăра та вуласа патăм. Хам сисмесĕрех куççульсем тухрĕç.
Çак сăвă пуçра тарăн йĕр хăварнă. Пĕр пÿлĕмрех, пĕр вăхăтрах темиçен вĕреннĕ ăна. Халь те пулсан чĕре ыратать, фашистсене питĕ çилĕ килет. Çамрăк хĕрĕн ÿчĕ пĕр уйăх çакăнса тăни чуна çав тери ыраттарать.
Хальхи вăхăтра Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Пирĕн çĕнтермеллех, урăхла пулма та пултараймасть. Тек нихăçан та кун пек кунсем, вăрçă ан пултăр.
Полина ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ, Илкел ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: