Урал сасси
+13 °С
Облачно
Çыхăну татăлмасть
12 Марта 2025, 10:15

Чăваш тĕрри – чи пуян ÿнерсенчен пĕри

Чăваш тĕрри – тăван халăхăн сĕм авалтан упранса ҫирĕпленнĕ ал ĕҫ йăли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет.

Чăваш тĕрри – чи пуян ÿнерсенчен пĕриЧăваш тĕрри – чи пуян ÿнерсенчен пĕри
Чăваш тĕрри – чи пуян ÿнерсенчен пĕри

Çак иксĕлми пуянлăха упраса хăварас тĕллевпе Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнчи культура çуртĕнче вырăнти шкулта ăс пухакан ачасем валли чăваш тĕррине тĕрлессипе мастер-класс ирттернĕ.

Ялта пурăнакан тĕрĕ ăсти Надежда Степанова ертсе пынипе ачасем чăваш тĕррин йăлисемпе, эрешĕсемпе тата вĕсен пĕлтерĕшĕпе паллашнă. Хĕр ачасем «хĕресле» тĕррĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшнă. Çав вăхăтрах вĕсем Надежда Михайловна хатĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе интересленнĕ. Мастер-класа хутшăнакансем хаваспах масмак, тухья тата хушпу тăхăнса пăхнă. Мероприяти туслă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.

   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас