

Юлашки çулсенче пушкăрт çăнăхне ытларах Азербайджан, Армени, Грузи, Казахстан, Туркмени тата Узбекистан çĕршывĕсем туянаççĕ. Çакăн пирки Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ. Январь – август уйăхĕсенче экспорта 18,5 пин тонна тулă тата ыраш çăнăхĕ ăсатнă. Иртнĕ çул вара 8 уйăх хушшинче çав патшалăхсенех 11 пин тонна сутнă.
Çулталăк пуçланнăранпа ют çĕршывсем пурĕ 367 хут пысăк виçепе асăннă продукцие илсе кайнă. Вĕсене пурне те тĕрĕслесе тавар хăрушлăхсăр пулнине çирĕплетекен фитосанитари сертификачĕпе тивĕçтернĕ.
Сăмах май, Пушкăртстан тыррине 136 патшалăх туяннине палăртмалла.
Юрий СНЕГОПАД.