Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
24 Апрелӗн 2023, 16:12

Пăшие персе вĕлернĕшĕн айăпланă

Благовещенскри район сучĕ 1985 çулта çуралнă  Ĕпхÿ çыннине саккунсăр сунара тухнишĕн айăпланă.

Пăшие персе вĕлернĕшĕн айăпланă
Пăшие персе вĕлернĕшĕн айăпланă

Вăл 2022 çулта Благовещенск районĕнче мамăк тирлĕ тискер кайăк (пушной зверь) çине сунара тухнă. Тугай ялĕ çывăхĕнче пăшие курсан, хăй саккунсăр хăтланнине ăнлансан та, ăна пăшалтан пенĕ. Çакăн çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе Пушкăртстанри экологи министерстви пĕлтерет.

Саккуна пăсса сунар çÿренине пула вăл 240 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Сунарçă хăй ирĕкĕпе сиене саплаштарнă. Суд  ăна Раççей Федерацин уголовлă кодексăн 285 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн 100 пин тенкĕ штраф тÿлеме йышăннă. Арçын 1 çул сунара çÿрес ирĕке çухатнă, унăн пăшалĕпе хатĕрĕсене туртса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: