Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
27 Апрелӗн 2023, 17:15

958 çын сăвăсран шар курнă

Пушкăртстанра пĕр эрне хушшинче сăвăс çыртнă çынсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ.

958 çын сăвăсран шар курнă
958 çын сăвăсран шар курнă

Роспотребнадзорăн регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республика больницисене 958 çын пулăшу пырса ыйтнă. Çакă нумай çулхи вăтам кăтартуран темиçе хут иртнĕ тесе палăртнă ведомствăра.

Специалистсем май уйăхĕнчи уявсем умĕн тепĕр хут аса илтереççĕ: çут çанталăка тухмалли тумтир хупă пулмалла, кăпшанкăна хăратакан шĕвексемпе усă курмалла, киле таврăнсан хăвăра тата килти чĕрчуна сăвăс ларнипе ларманнине тĕрĕслемелле.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: