Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
27 Апрелӗн 2023, 12:20

Наци паркĕн фотосерепине пăшисем лекнĕ

«Пушкăртстан» наци паркĕн фотосерепин объективĕ виçĕ пăшие ÿкерсе илнĕ. Чĕр чунсем уçланкăна апат шыраса тухнă. Кадрта тискер кайăксем мăйракисене пăрахни, вĕсем вырăнне çĕннисем ÿссе тухманни курăнать.  Вĕсен лапсăркка мăйракисем яланхи пек мăшăрлану тапхăрĕ тĕлне ÿсеççĕ.

Наци паркĕн фотосерепине пăшисем лекнĕ
Наци паркĕн фотосерепине пăшисем лекнĕ

- Халĕ çак чĕр чунсемшĕн апат шыраса тупасси тата çăткăнсенчен сыхланасси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Ку ĕçре куçсем вĕсене пулăшаймаççĕ. Хăлха лайăх илтни тата шăрша çивĕч туйни выçлăхран хăтараççĕ, сыхă пулма хистеççĕ, - каласа панă наци паркĕн ĕçченĕсем.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: