Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
28 Апрелӗн 2023, 11:25

Ĕпхÿре çĕмĕрт çеçке çурнă

Республикăн тĕп хулинчи скверсенчен пĕринче çĕмĕрт йывăççи çеçке çурнă.

Ĕпхÿре çĕмĕрт çеçке çурнă
Ĕпхÿре çĕмĕрт çеçке çурнă

 - Апат вăхăтĕнче парка уçăлма тухрăм, чечексен ырă шăршине туйса илтĕм. Çаврăнса пăхсан, çĕмĕрт çеçке сарнă иккен! – тесе çырнă сăн ÿкерчĕк авторĕ.

Çуркунне ир çитнипе çĕмĕрт йывăççи нумай çулхи вăтам кăтартуран маларах çеçке çурнă. Биологсен сăнавĕсем тăрăх, иртнĕ çулсенче май уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче çеç йывăçсем çинче чечексем курăннă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: