Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!

Вырăс географи обществин (РГО) «Родники РГО» çут çанталăка сыхламалли проектăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланнă. РГОн регионти уйрăмĕсен канашĕ сĕннипе  Раççейри 10 регионти 10 çăл куçа тĕрĕсленĕ. Кашни регионти  10 çăл куçран пĕрне суйласа тирпей-илем кĕртĕç. Хăшĕсем мала тухасси вырăнти çынсем мĕнле сасăланинчен килĕ. Сасăлав проектăн rodniki.rgo/ru сайтĕнче иртет. Пĕтĕмлетÿ май уйăхĕн 15-мĕшĕнче пулĕ. Çак вăхăтчен сасăласа пулать.

«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!

 Пушкăртстан Республикинче регионти чи лайăх çăл куç ятне илессишĕн 10 çăл куç тупăшаççĕ. Çав шутра Ермеккей районĕнчи Суккул ял Канашне кĕрекен «Шурă чул» («Белые камни») çăл куç та пур. Сасăлавра мала тухнă хушăра Вырăс географи обществи çĕнтерÿçĕне 300 пин тенкĕ уйăрать. Смета тăрăх, «Шурă чулта» ларса канмалли вырăн (беседка) тата 20 метр тăршшĕ бетон картлашкасем тума палăртаççĕ. Ĕмĕте пурнăçлама сирĕн пулăшăвăр кирлĕ. Хисеплĕ вулакансем, «Шурă чул» Ермеккей районĕпе çеç мар,  пĕтĕм республикипе паллă пултăр тесен сирĕн сассăр çитмест. Хăвăр сассăра http//rgo.ru.tilda.ws/spring ссылкăпа е çÿлерех çырнă проектăн сайтне тухса «Белые камни»  суйлама пултаратăр. Çавăнтах конкурс пирки те информаци пĕлме пулать.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
«Шурă чул» çăл куçшăн сасăлама ыйтатпăр!
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: