Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Росприроднадзор Симбăна хуçинчен туртса илнĕ

Ĕпхÿ хулинче Росприроднадзор специалисчĕсем тÿлевсĕр пĕлтерÿ памалли «Авито» сайтне пĕлтерÿ лартнă хуçаран арăслан çурине туртса илнĕ. Çакăн çинчен федераллă ведомство ертÿçи Светлана Радионова пĕлтернĕ.

Росприроднадзор Симбăна хуçинчен туртса илнĕ
Росприроднадзор Симбăна хуçинчен туртса илнĕ

Инспектор тискер кайăк хуçи патне туянакан пек килнĕ. Чĕр чуна хваттерте усранă, ăна тытма ирĕк паракан лицензисемпе документсем хуçинче пулман. Ведомство ĕçченĕ мĕн тĕллевпе килнине пĕлсен хуçа арăслан çурине хăй ирĕкĕпе панă.

Росприроднадзор ыйтнипе тискер кайăка Ĕпхÿ хулинчи «Саванна» зоолунопарк вăхăтлăха илме килĕшнĕ. Выльăх тухтăрĕсем чĕр чуна  пăхнă.

 Ветеринари клиникин тухтăрĕсем арăслан çурине тĕрĕсленĕ, вăл ама пулнине çирĕплетнĕ. Рентген тĕпчевĕ ирттерме тата юнăн пĕтĕмĕшле анализне тума палăртаççĕ. Халĕ çамрăк арăслан ами валли ялан пурăнмалли вырăн шыратпăр, — пĕлтернĕ С. Радионова.

Росприродназор ертÿçи çак йышши тискер кайăксене килте тытма саккун ирĕк паманни, пĕлтерĕве «Авито» сайтне вырнаçтарни ниçта шăнăçми пулăм пулни çинчен пĕлтернĕ.

«Авито» компани малашне кун пек пулăмсем пулмассине шантарнă. Пĕлтерÿ мĕнле майпа вырнаçнине тĕрĕслĕç.

- Пирĕн сайтра тискер кайăксемпе суту-илÿ тăвассине ирĕк çук. Çак пĕлтерÿ вырнаçмалла пулман. Эпир мĕнле сăлтавпа çак пулăм иртме пултарнине тĕпчĕпĕр, кун пекки тек пулмасса шантаратпăр. Халĕ Симба шанчăклă алăра пулнишĕн савăнатпăр, - палăртнă «Авито» компанире.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: