Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Мала тухмасан та хамăр çинчен пĕлтертĕмĕр

Нумай пулмасть «Урал сасси» хаçатра «Шурă чул» çăлкуçшăн сасăлама ыйтатпăр!» статьяра Вырăс географи обществи (РГО) çут çанталăка сыхламалли проектпа 10 çăлкуç хушшинче конкурс ирттерни çинчен пĕлтернĕччĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, мала тухнă çăлкуçа тирпей-илем кĕртме укçа-тенкĕ уйăрса пама шантарнăччĕ.

Мала тухмасан та  хамăр çинчен пĕлтертĕмĕр
Мала тухмасан та хамăр çинчен пĕлтертĕмĕр

Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан çыннисем ытларах хăйсен сассисене Мечетлĕ районĕнчи Олокул çăлкуçшăн панă. Унсăр пуçне Пушкăртстанри тата 3 çăлкуçа та палăртнă. Çав шута Ермеккей тăрăхĕнчи «Шурă чул» («Белые камни»), Иглин районĕнчи «Лемезинский» («Теплый» ключ), Çтерлĕпуçĕнчи «Кундряк» çăлкуçсем кĕнĕ. Вĕсене тирпей-илем кĕртме Вырăс географи пĕрлĕхĕн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕ укçа-тенкĕ уйăрĕ.
Ермеккей районĕнчи «Шурă чул» çăлкуçшăн сасăланă çынсене тав тăватпăр. Мала тухмасан та эпир хамăр çинчен пĕлтертĕмĕр, пулăшăва тивĕçрĕмĕр. Хальлĕхе ял çыннисем асăннă çăлкуç таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе хăйсен вăйĕпе субботниксем ирттереççĕ. Кăмăл пулсан тăп-тăрă çăлкуçсем тапса тăракан çут çанталăкăн илемлĕ вырăнне пырса курăр, сиплĕ шыва тутанса пăхăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: