+2 °С
Пӗлӗтлӗ
«Пушкăртстан» ГТРК пĕлтернĕ тăрăх, вăрман кайăкĕ хăйĕн чĕпписем валли чей куркине кăмăлланă. Ĕпхÿ районĕнчи Юматово поселокĕ çывăхĕнчи дача çурчĕн чÿрече янахĕ çинче хуçасем пысăк мар чей курки пăрахса хăварнă. Кайăк унпа усă курнă та.
Вăл савăт ăшĕнче йăва çавăрнă, тăватă çăмарта тунă. Вунă кун иртсен чĕпĕсем çăмартаран тухнă. Дача тытакансен сăмахĕсем тăрăх, темиçе кун каялла вĕçме вĕреннĕ чĕпĕсем хăйсен «çуртне» пăрахса кайнă.