+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Хула çыннисем Аксаков ячĕллĕ аллейăра йывăçсем çинче чечексене асăрханă. Социаллă сетьсемпе усă куракансем те папкасем кÿпчеме пуçлани çинчен çыраççĕ.
Специалистсем каланă тăрăх, çимĕç паракан йывăçсем кĕркунне çеçке çурни вĕсене начар витĕм кÿме пултарать. Çуркунне улмуççисем çинче ноябрь уйăхĕнче сарăлнă папкасенче тепĕр хут чечексем пулмĕç.
Европа пĕрлĕхĕнчи ăсчахсем юлашки 125 çул хушшинче 2023 çул чи ăшши пулни çинчен пĕтĕмлетÿ тунă. Синоптиксем каланă тăрăх, çывăх вăхăтра яланхи пек ноябрь кунĕсем пуçланĕç: çумăрсемпе юр çăвĕ.