Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Браконьер икĕ хир качакине персе вĕлернĕ

Çул  çинчи патруль службин патшалăх автоинспекцийĕн (ДПС) ятарлă уйрăм батальон ĕçченĕсем хирпе иртнĕ чух Ĕпхÿ- Эрĕнпур автомобиль çулĕнчен аякра мар Çтерлĕ районĕнче пурăнакан çынна тытса чарнă. Унăн хăйпе пĕрле хир качакин икĕ тÿшки пулнă.

Браконьер икĕ хир качакине персе вĕлернĕ
Браконьер икĕ хир качакине персе вĕлернĕ

Маларах пĕлнĕ тăрăх, арçын Авăркас районĕнче сунара тухасшăн пулнă. Сунара тухма ирĕк пулманни те ăна чарман. Икĕ хир качакине курсан вăл вĕсене персе пăрахнă та тирне сÿме пуçланă.

Киревсĕр ĕç пулса иртнĕ вырăна Раççей Шалти ĕçсен министерствин Авăркас районĕнчи уйрăмĕн тĕпчевпе оперативлă ушкăнĕ тата ПР Экологи министерствин чĕр чунсен тĕнчине сыхлакан инспектор килсе çитнĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне Раççей Шалти ĕçсен министерствин Авăркас районĕн уйрăмĕнче саккунсăр сунара хирĕç РФ Уголовлă кодексĕн 258 статйин 2 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Асăннă статья тăрăх айăпланакана 3-5 çула ирĕксĕр хăварма е 500 пинрен пуçласа 1 млн тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: