+2 °С
Пӗлӗтлӗ
«Пушкăртстан» наци паркĕн ĕçченĕсем çунатлă туссене инкекре хăвармаççĕ, сырăшсене тултарсах тăраççĕ, ачасене кайăксем валли печени туса çакма вĕрентеççĕ.
- Ансат рецепта асра тытăр. Çăнăхпа шывран клейстер пĕçермелле. Сивĕннĕ хыççăн унта кĕрпесем (вир, рис, кукуруза кĕрпи, хĕвел çаврăнăш вăррисем, тулă пĕрчисем) хушмалла, — пĕлтереççĕ «Пушкăртстан» наци паркĕн телеграм-каналĕнче . — Хутăшран печени тумалла та кантра çине витĕрсе йывăç çине çакмалла. Апачĕ тутлă пултăр, çунатлă туссем!