Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Торатау ту айĕнче геологи музейĕн филиалне уçма палăртаççĕ

Çак кунсенче кунта юртăллă, сувенирлă этнокомплекс уçнă.

Торатау ту айĕнче геологи музейĕн филиалне уçма палăртаççĕ
Торатау ту айĕнче геологи музейĕн филиалне уçма палăртаççĕ

 Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче  «Торатау» геопаркăн визит-центрĕ умĕнче этнокомплекс уçăлнă.  Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче каласа панă тăрăх, вăл ултă пушкăрт юртинчен тăрать.

Туристсем этнокомплексра Пушкăртстанри йăла-йĕркесемпе паллашма, сувенирсем туянма, апатланма, каç выртма пултараççĕ. Асăннă комплекс ЮНЕСКО геопаркĕсен пĕтĕмĕшле сетьне кĕрет.

- Халĕ геологи музейĕн филиалĕ çинчен шухăшлатпăр. Пирĕн  пухмачра çынсене кăтартмалли интереслĕ объектсем чылай, - малашлăх планĕсем пирки социаллă сетьсенче каласа панă Радий Хабиров.

Астутарасшăн, Пушкăртстанра Салават районĕнче ЮНЕСКО геопарксен пĕтĕмĕшле сетьне кĕрекен, тĕнче статусне илнĕ «Янган-Тау» геопарк пур.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: