+2 °С
Пӗлӗтлӗ
- Ăна асăннă статуса илме Ĕпхÿ хулинчи Никита Волков вĕренекен пулăшнă. Ачан пуçĕнче мĕншĕн çак вырăнта пысăк йывăç ÿсме пултарни çинчен ыйту çуралнă. Никита тĕпчев ĕçĕ çырнă, çак ĕçре ывăлне ашшĕ пулăшнă. Çапла майпа Йывăç экспертизин центрĕнче юман çинчен пĕлнĕ.
Ĕпхÿри юман «Çулталăк йывăçĕ» ята илтĕр тесен «Деревья – памятники живой природы» -rosdrevo.ru сайтра уншăн сасăламалла. Пушкăрт юманне 35-мĕш номерпе палăртнă. Сасăлав август уйăхĕн пĕрремĕш кунĕччен тăсăлать. Пурĕ конкурса 74 йывăçа тăратнă. Пирĕн юман-паттăр хальлĕхе 3,6 пин сасă пухнă.