- Иртнĕ çул çурхи ейÿ ытти çулхисенчен уйрăлса тăнă. Çанталăк ăшă тăнипе юхан шывсем пăртан иртерех уçăлнă. Хăш-пĕр районсенче шыв кăтартăвĕсем ытти çулхи вăтам пĕлтерĕшсенчен иртнĕ. Ун чух эпир шыв-шур сиенне пысăк çухатусемсĕр пĕтерме пултартăмăр, - астутарнă премьер-министр.
Андрей Назаров МЧС ĕçченĕсем 61 пÿлĕнÿ вырăнĕ тупса палăртнине, вĕсене шыв-шур хускаличчен маларах сирпĕнтерме палăртнине пĕлтернĕ. Çак ĕç шыва çыранран тухмасăр иртме май парĕ.
- Лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма аэрокимĕсем, пилотсăр авиаци, Ка-32 вертолет, «Бурлак» снегоболотоход хатĕр. Пилотсăр вĕçев аппарачĕсем юхан шывсене сăнама пуçланă. Хăш-пĕр çĕрте юхан шывсем ирĕлме тытăнни паллă, - каласа панă премьер-министр.