Пур хыпар та

Тискер кайăксем çынсем пурăнакан вырăна апат шыраса килеççĕ

Кăçал хĕлле Пушкăртстанри Урал леш енчи çынсем кашкăрсем тапăннипе тарăхаççĕ.

Тискер кайăксем çынсем пурăнакан вырăна апат шыраса килеççĕ
Тискер кайăксем çынсем пурăнакан вырăна апат шыраса килеççĕ

Тискер кайăксем ирĕккĕн ялсемпе паççулккасем тăрăх çÿреççĕ, килти выльăх-чĕрлĕх çине тапăнаççĕ, аслă çынсемпе ачасене хăратса пурăнаççĕ. Вырăнти влаçсемпе  йĕрке хуралçисем тата çунарçăсем вĕсем çине облава йĕркеленĕ. Анчах та кашкăрсем тапăнни çав-çавах чарăнман.

Çак кунсенче Бурзян районĕнчи Кивĕ Субхангулово ялĕнче кашкăрсем пăлана çисе янă. Хупă Межгорье хулинче  тукмак хÿре йĕлтĕрпе пыракан çын умне килсе тухнă. Арçын çухалса кайман, хытă кăшкăрса тăватă ураллă кĕтмен хăнана хăратса янă. Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче кашкăр картари выльăхсем çине тапăнса ултă качакана вĕлернĕ.

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх,  кашкăрсем çынсем пурăнакан вырăнсене çывхарни выçлăхпа çыхăннă. Килти йышлă выльăх-чĕрлĕх тискер кайăксемшĕн çăмăл тупăш шутланать. Уйăх хушшинче çеç Межгорье хулинче кашкăрсем 15 йытта çисе янă.

ПР Экологи тата çут çанталăкпа усă курасси министрăн çумĕ Камиль Биргулиев каланă тăрăх, тискер кайăксене çÿп-çап контейнерĕсенчи апат юлашкисем илĕртеççĕ.

- Каяшсене хутаçсене хурса, çыхса контейнерсене пăрахмалла, кил çывăхĕнче ют кушаксемпе йытăсене апатлантармалла мар, - ăнлантарса панă вăл. – Патшалăх сунар инспекторĕсем тискер кайăксене хула-ялсенчен хăваласа кăларма тăрăшаççĕ, анчах та хăш чухне вĕсене тытма та тÿр килет, - каласа парать Камиль Флюрович.

Кашкăрсене асăрханă хула-ялсенче каçхи тата çĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Хĕç-пăшалпа хула-ял хушшинче усă курма полицейскисен  çеç ирĕк пур. Пурăнмалли вырăнсен тулашĕнче  сунар инспекторĕсем пăшалпа пеме пултараççĕ.

Специалистсем тискер кайăкпа тĕл пулсан хăраса кăшкăрашма, ытлашши хусканусем тума хушмаççĕ. Çав вырăнтан хыçалалла чакса, тискер кайăк патне çурăмпа çаврăнмасăр каймалла. Хăрушă вырăнтан иртсен çакăн çинчен республикăри экологи министерствин оперативлă дежурнăйне шăнкăравласа пĕлтермелле.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: