Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
21 Мартӑн 2025, 15:18

Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстанра сунар сезонĕ уçăлать.

Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстанра сунар сезонĕ уçăлать.

Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстанра сунар сезонĕ уçăлать.
Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстанра сунар сезонĕ уçăлать.

Вăл  сунар зонине кура апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать. Пушкăртстанри экологи министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта килти кăвакал амипе илĕртсе кăвакал аçи, шыв чăххи (вальдшнеп), карăк (глухарь), ăсан (тетерев) çине сунара тухма юрать.

Сунарçăсенчен заявленисене март уйăхĕн 24-мĕшĕнчен йышăнма пултараççĕ. Госуслуги урлă документсене тăратма тата патшалăх пошлинине тÿлеме май пур. Заявленире сунар вырăнне (виçĕ зонăран пĕрне суйламалла), килти кăвакал амипе усă курнине палăртмалла. Персе вĕлернĕ тискер кайăк çинчен сунар вăхăчĕ иртеспе 20 кунран кая мар пĕлтермелле.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас