Чăн малтан куçса çÿрекен лаборатори Бурзян районĕнчи ветеринари станцийĕн территорийĕнче ĕçлĕ. Кунта Бурзянпа Абзелил, Белорецкпа Баймак районĕсенчи хурт-хăмăрçăсен материалĕсене йышăнĕç. Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче мобильлĕ лаборатори Кугарчă районĕнчи ветеринари станцийĕн территорине куçĕ, 11-мĕшĕнче - Элшей тăрăхне, 15-мĕшĕнче - Нуриман районне, 17-мĕшĕнче - Мишкина, 18-мĕшĕнче - Бурай тăрăхне, 22-мĕшĕнче - Салават районне. Асăннă районсемпе кÿршĕре пурăнакан хурт-хăмăрçăсем те çăмăллăхпа тÿлевсĕр усă курма пултарĕç.
Мобильлĕ ветеринари лабораторийĕ пыл хурчĕсен тĕрлĕ чирĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе тĕпчевсем ирттерет. Çакăн валли вилнĕ хуртсем тата пыл кирлĕ. Унсăр пуçне çумра утарăн паспорчĕ пулмалла. Тĕпчевсен кăтартăвĕсене хурт-хăмăрçăсем 10 кун хушшинче алла илме пултарĕç.