Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, регионта сĕтпе ÿсекен 32 тĕрлĕ чĕр чун тата 56 тĕрлĕ кайăк пурăнать. Çак пурлăхпа типтерлĕ усă курмалла.
Сунар надзорĕн системинче 34 патшалăх инспекторĕ ĕçлет, вĕсем 13 млн гектар çĕр лаптăкне тĕрĕслесе тăраççĕ. Лаптăксен 74 % юридици сăпачĕсемпе уйрăм усламçăсен шутланать, 26% - пĕтĕмĕшле сунар лаптăкĕсем.
Республикăра 83 пин ытла сунарçа шута илнĕ, юлашки 10 çул хушшинче вĕсен шучĕ 38 пин ытла ÿснĕ. Регионта сунар туризмĕн инфраструктури те тухăçлă аталанать.
ПР çут çанталăкпа усă курасси тата экологи министрĕ Нияз Фазылов иртнĕ çулхи сунар хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă. Республикăри сунар ресурсĕсене сыхласа хăварас тĕллевпе 3 300 тĕрĕслев ирттернĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче 4,5 пин сунарçа тĕрĕсленĕ, административлă право йĕркине пăснине 171 хут тупса палăртнă, 41 уголовлă ĕç пуçарнă. 2024 çулта саккуна пăсса 75 чĕр чун тытнă. Айăпа кĕнĕ çынсене пĕтĕмĕшле 5,1 млн тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ.
Нияз Фазылов палăртнă тăрăх, иртнĕ çулхине электронлă сунар билечĕсем парас ĕçе пуçарнă. Декабрь уйăхĕнче ĕçе вĕçне çитернĕ. 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электронлă сунар билечĕсем пама пуçланă.