Шуратăл (Белая) Ишимбай тĕлĕнче 64 сантиметр хăпарнă, шыв çÿллĕшĕ 177 сантиметрпа танлашать. Шыв виçи 415 сантиметр чухне вăл çыранран тухса ейÿ улăхĕсене сарăлма пултарать. Ĕпхÿре Шуратăл 354 см хăпарнă (+40 см, шыв 600 см çĕкленсен хăрушлăх кăларса тăратма пултарать). Ĕпхÿ (Уфа) юхан шывĕ Караидель районĕнчи Çÿлти Суян (Верхний Суян) ялĕ çывăхĕнче 37 сантиметра ÿснĕ, хальхи вăхăтра шыв шайĕ - 426 см (çыранран 739 см чухне тухма пултарать). Ай юхан шыв Дуван районĕнчи Метели ялĕнче 34 см çĕкленнĕ. Паянхи кун тĕлне шыв шайĕ 382 сантиметрпа танлашать, 690 сантиметра çĕкленсен çеç ейÿ улăха сарăлма пултарать.
Киги районĕнчи Кондаковка ялĕнче Киги юхан шывăн шайĕ 19 см чакнă, 217 см танлашать. Иглин районĕнче Лемеза юхан шывра шыв виçи 8 см сахалланнă, хальхи вăхăтра - 170 см. Çтерлĕ районĕнчи Отрадовка ялĕ çывăхĕнче Çтерлĕ юхан шыв шайĕ 6 см чакнă, çак вăхăтра унăн шайĕ - 294 см.
Юмагузин, Павловка тата Нугуш шыв усравĕсем (водохранилище) хальхи вăхăтра шыв пухас ĕç йĕркипе ĕçлеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.