-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Хир тюльпанĕсем 10 млн çул каярах Тянь-Шань ту умĕнхи пуш хирте (халĕ Кăнтăр Казахстан территорийĕ) пуçласа ÿснĕ. Майĕпен çак вырăнтан чечексем тĕнче тăрăх сарăлнă.
450 çул каялла пĕрремĕш тюльпан суханĕсем Тĕп Азинчен Осман империне, унтан Европăна лекнĕ. Голландинче селекционерсем пин-пин тюльпансен тĕрлĕ тĕслĕ сорчĕсене туса кăларнă.
Çапла майпа тюльпансен тăван çĕршывĕ Нидерланды (Голланди) çеç мар, Казахстан та шутланать.
Пелепей хулин урамĕсенче çакăн пек тюльпансене курма пулать.