Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
11 Майӑн 2025, 10:10

Пушкăртстанра çумăрлă тата çиллĕ çанталăк тăрĕ

Çывăх вăхăтра, виçĕ кун хушши, республикăра çумăрлă тата çиллĕ çанталăк пулĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 11-мĕшĕнче, вырсарни кун, вăхăт-вăхăтпа çумăр çăвĕ, вырăнĕпе аслати кĕрлĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕчен, хĕвел анăçĕнчен вăтам вĕрĕ, вырăн-вырăнпа вăйлăланĕ. Сывлăшри температура +14, +19 градуса çитĕ, кăнтăр хĕвел тухăçĕнчи районсенче +24 пулĕ.

Пушкăртстанра çумăрлă тата çиллĕ çанталăк тăрĕ
Пушкăртстанра çумăрлă тата çиллĕ çанталăк тăрĕ

Тунти кунпа ытлари кун, май уйăхĕн 12 тата 13-мĕшĕсенче, прогрноз тăрăх, кĕске вăхăта çумăр çăвĕ, аслати кĕрлĕ. Çил хĕвел тухăçĕнчен, кăнтăр хĕвел тухăçĕнчен шайлашуллă та виçеллĕ вĕрĕ, аслати вăхăтĕнче вăйлăланĕ. Сывлăшри температура çĕрле +5, +10 градус, кăнтăрла +15, +20 градуса çитмелле.

Эрне варринче çанталăк лайăхланмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас