Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
19 Майӑн 2025, 17:03

Наци паркĕнче сăсар йăлисем çинчен каласа панă

«Башкирия» наци паркĕнче йăвăçсем çинче йытăсенчен пытанакан сăсара ÿкерсе илнĕ.

Наци паркĕнче сăсар йăлисем çинчен каласа панă
Наци паркĕнче сăсар йăлисем çинчен каласа панă

Наци паркĕн дирекцийĕ çак çăмламас чĕр чунсем йывăçсем çинче пурăнни, хăвăлсенче тата пăрахнă йăвасенче çывăрма кăмăллани, кăшлакан вĕтĕ чĕр чунсене çисе пурăнни çинчен каласа панă. Сăсар тупăшне ĕнсерен çыртса вĕлерет, анчах ăна тилĕ тата шурă хÿреллĕ ăмăрткайăк (орлан-белохвост) тĕп тума пултарать. Вĕсем 4 метр тăршшĕ сикме пултараççĕ. Йывăçсем тăрăх çÿренĕ чух ура тупанĕсене 180 градуса çавăрма пултараççĕ.

Наци паркĕнче сăсар йăлисем çинчен каласа панă
Наци паркĕнче сăсар йăлисем çинчен каласа панă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас