Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
20 Майӑн 2025, 12:00

Арçын çине урнă çÿлевĕç тапăннă

Пушкăртстанри Караидель районĕнчи Урюш-Битулино ялĕнчи арçын çине çÿлевĕç (рысь) тапăннă.

Арçын çине урнă çÿлевĕç тапăннă
Арçын çине урнă çÿлевĕç тапăннă

Кил хуçи пулăшу ыйтса кăшкăрнине мăшăрĕ илтнĕ, вăл ăна тискер кайăкран хăтăлма пулăшнă. Çÿлевĕçе  вĕлернĕ, республикăри экологи министерствин специалисчĕсем  унăн ÿтне экспертизăна илсе кайнă. Тĕпчевсем чĕр чунра уру (бешенство) вирусĕ пуррине тупса палăртнă. Халĕ арçын профилактика сиплевĕ иртет, специалистсем çак территоринче уру чирĕ ан сарăлтăр тесе мĕнпур майсемпе кĕрешеççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас