-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Ытларах ĕç муниципалитетсен заявкисем тăрăх пырать. Çавăн пекех çырусем сÿрĕк мар чунлисенчен те килеççĕ, вĕсем пĕр-пĕр çăл куçа «Экологи тата Пушкăртстан Республикин çут çанталăк ресурсĕсем» программа кĕртме ыйтаççĕ.
Кăçал Благовещенск, Баймак, Дуван, Кушнаренково, Çтерлĕ, Çтерлĕпуç, Татăшлă, Шаран районсенче тата Октябрьскийпе Агидель хулисенче 10 объектри ĕçсене вĕçленĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама 978 пин тенкĕ тăкакланă. 2007 çултан пуçласа республикăра 160 çăл куçа тирпей-илем кĕртнĕ.