-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Январь уйăхĕн 4-мĕшĕнче республикăра вăйлă çил-тăмана тата курăну начар пулнипе 31 çул участокĕнче: 8 федераллă трасса, регионти 14 тата тăхăр муниципалитет хушшинчи çулсенче транспорт юхăмне чарнă.
Ведомствăра тунти кун çĕрле çул çинче йĕркеленĕ ăшăнмалли пунктсене 17 çын пулăшу ыйтса пынине пĕлтернĕ. Чарусене пула 25 автобус рейсне пăрахăçланă.
«Федераллă автомобиль çулĕсенче пур чарусене те сирнĕ», - тесе пĕлтерет Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру министерстви.