Пушкăртстанри Росреестр управленин геодезипе картографи, çĕрйĕркелÿ тата çĕрсене мониторинг тăвакан уйрăм ĕçченĕсем çулсерен патшалăх реестрне кĕмен географи объекчĕсене тупса палăртассипе ĕçлеççĕ. Çак ĕç объектсен вырăнне 1:100 000 масштабпа палăртма тата топографи картисене анализ тума май парать.
— 2025 çулта географи объекчĕсен патшалăх каталогне 21 çĕнĕ ят кĕртнĕ тата 5-шне уçăмлатнă. Объектсем Пушкăртстан Республикин Нуриман, Иглин, Салават, Буздяк, Чекмагуш районĕсенче вырнаçнă, - каласа панă уйрăм пуçлăхĕ Зухра Саитгареева.
Регистрациленĕ çĕнĕ объектсен шутне Усакла, Аса, Бурла, Илбай, Ишмянкаран, Киягуш юханшывсем, Уртаелга пĕчĕк юхан шыв, Сафанееха вар, Владимировка, Усаклинское, Веселое, Рябиновка, Камышлыкуль, Аккуш, Левашево, Рахмангул, Турнаялан, Михайловка, Старокуркино, Бункаово хутлăхсем (урочище), Черный вăрман кĕнĕ.
Регионти Росреестр пĕлтернĕ тăрăх, асăннă объектсене ятарлă реестра кĕртни республикăри историпе культура еткерлĕхне сыхласа хăварма, тĕпчевçĕсемпе туристсене, патшалăх структурисене тĕрĕс информаци пама май парать.