Благовещенск хулинче пурӑнакан Юлия Богданова та, ытти Раҫҫей ҫыннисем пекех, йӑрансем ҫинче мар, килте фитолампа айӗнче хăяр çитĕнтерме шутланӑ. "Эпӗ 15 ҫул каялла ҫулталӑк тӑршшӗпех килте хӑяр, помидор тата ешӗл çимĕç ҫитӗнтереттĕм. Лавккасенчи хаксем юратнӑ ӗҫ патне таврӑнма хистерӗҫ", - пĕлтернĕ тата канашсем панă Юлия Богданова.
Килте е хваттерте ҫулталӑк тӑршшӗпех хӑяр ҫитӗнтермелли сĕнÿсем
- Ҫÿллӗ чÿлмексене (25 см е тата ҫӳлерех) тата хӑяр валли ятарлӑ ҫӗр туянăр;
- Лутра ӳсекен, хăй тĕллĕн шăркаланакан пӗчӗк ҫулҫӑллӑ сортсене суйлăр.
Вĕсен шутне «Балконри тухăç» («Урожай на балконе»), «Чÿрече янаххи çинчи тухăç» («Урожай с подоконника») тата ыттисем те кӗреҫҫӗ;
- Фитолампа
туянӑр. Кун ҫути лекмен вырӑнта тулли спектрлă лампăпа усӑ курсан аванрах. Вăл хĕвел, кăвак тата хĕрлĕ çутисене шута илет. Чӳрече янаххи çинче ÿстерес тесен кӑвак тата хӗрлӗ спектрлă лампа та çитет. Лампӑна ытла лутра вырнаçтармалла мар, ҫулҫӑсем пиҫсе кайма пултараҫҫӗ; - Хăярсене ăшӑ шывпа виҫӗ кунра пӗр хутчен шӑвармалла, ҫулҫăсене кунне темиҫе хут шывпа пĕрĕхтермелле;
- Хӑяр тăррине чӗпӗтмелле мар, ятарлă сорт пулнипе тăррисем пысăк ÿçмеççĕ. Анчах та чечек тунисене пилĕк чӑн-чӑн ҫулҫӑ кăлариччен татса тăмалла. Çавăн пек туни тымара лайӑх аталанма май парать;
- Хаяр мăйăхне кăларма тытăнсан тӗревсем
лартмалла тата тунисене ҫыхмалла;
— Хӑярсене килте ҫулталӑкӗпех лартма пулать, чи кирли - ункайлă микроклимат йӗркелесси. Тухăçĕ пысăк пултăр.