+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Март уйăхĕнче сăвăрсемпе тыркассем вăранни хĕл вĕçленнине тата çуркунне чăнласах çитнине пĕлтерет.
Юлашки çулсенчи учет тăрăх сăвăрсен шучĕ чакса пырать, 2021 çулта вĕсем 3962 пулнă пулсан, 2025 çулта 3222 сăвăра регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ çут çанталăка сыхлакан ведомствăра.
Тискер çут çанталăкра сăвăрсен шучĕ чакни типĕ пулнипе, вăрман пушарĕсене, сунара тухма ирĕк панипе, хирте çÿрекен выльăх шучĕ сахалалланнипе çыхăнтараççĕ.