Баймак районĕнче юр çунă

Паян, апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Пушкăртстанри Баймак районĕнче юр çума пуçланă. Çак тăрăхри ялсенче пурăнакансем çур сехет хушшинче  хĕл кунне çитсе тухнă.  Земфира Шайхисламова блогер ярса панă ÿкерчĕк çине пăхсан чăн-чăнах кунта хĕлле çитнĕ тейĕн – таврара лапка-лапка юр çăвать.

Баймак районĕнче юр çунăБаймак районĕнче юр çунă
Баймак районĕнче юр çунă

Пушкăртгидромет синоптикĕсем пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче республикăра йĕпе-сапаллă, ăмăр çанталăк тăмалла.  Регионта çумăр çумалла, Пушкăртстанăн çурçĕр районĕсенче  - юрпа хутăш. Сывлăш температури 0 градусран пуçласа +5 градуса çитĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче  -5 пулмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас