+20 °С
Облачно


Ҫут ҫанталӑк уйрăмĕн заведующийӗ Эльвира Хазиахметова каласа панӑ тӑрӑх, янах шӑмми пӗтӗмпех тенӗ пек сыхланса юлнӑ, чи хакли ун çинче икӗ пӗчӗк сӗт шӑлӗ пулни. Вӗсем наукӑшӑн уйрӑмах паха, калама ҫук чуна пырса тивмелле тӑваҫҫӗ. Ҫак «пепке» пирӗн тăрăхра пӑрлӑ тапхӑртах утса ҫӳренӗ. Халӗ янах шӑмми "Естественная история" фондра упранӗ, малашне ăна вӑхӑтран вăхăта ирттерекен куравсенче курма май пулӗ.
Наци музей ӗçченĕсем кĕркунне Люба мамонт çурине халалланӑ чи кӗтнӗ курава йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.