Урал сасси
+18 °С
Облачно
Çын тата çутçанталăк
4 Сентября , 05:00

Канмалли кунсенче Пушкăртстанра шăрăх çанталăк тăрĕ

Синоптиксем сывлăшри температура +30 градуса çитессине шантараççĕ.

Канмалли кунсенче Пушкăртстанра шăрăх çанталăк тăрĕКанмалли кунсенче Пушкăртстанра шăрăх çанталăк тăрĕ
Канмалли кунсенче Пушкăртстанра шăрăх çанталăк тăрĕ

Сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче çумăр çумалла мар. Çил кăнтăр, кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен вăтам вĕрмелле. Сывлăшри температура +23, +28-па танлашĕ.

Шăмат кун та, сентябрĕн 5-мĕшĕнче, çумăр ытлашши çумĕ, республикăн çурçĕр районĕсенче çеç пĕрĕхĕ. Çĕрле çил кăнтăртан, кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен вăйсăр пулĕ, кăнтăрла - вăтам. Сывлăшри температура çĕрле +10, +15 градуса, кăнтăрла  +25, +28 çитĕ.

Вырсарни кун, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, çумăр çумалла мар, анчах та Пушкăртстанăн çурçĕр-хĕвеланăçĕнче кĕске вăхăта аслатиллĕ çумăр пĕрĕхĕ. Çĕрле вайсăр çил кăнтăр, кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен пулĕ, кăнтăрла вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çĕрле +10, +15 градуса çитĕ, кăнтарла +20, +25, республикăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче +30 çитме пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас