Урал сасси
-1 °С
Облачно
Çын тата çутçанталăк
7 Сентября , 08:00

Виктор Тихоновăн кĕркунне те сирень чечеке ларнă

Çут çанталăк  хăй пулăмĕсемпе тĕлĕнтерме чарăнмасть. Çак кунсенче Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан Луиза Кондратьева редакцине тĕлĕнмелле сăн ÿкерчĕк ярса пачĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Виктор Тихоновăн кĕркунне те  сирень чечеке ларнăВиктор Тихоновăн кĕркунне те  сирень чечеке ларнă
Виктор Тихоновăн кĕркунне те сирень чечеке ларнă

Вăл ялти лавкка (хуçи Виктор Тихонов) çумĕнчи сирень çеçке çурнине ÿкерсе илнĕ. Сирень тĕмĕ çинчи çулçăсем тăкăнса пĕтнĕпе пĕрех, вĕсен вырăнне çĕнĕ папкасем тухса çеçке çурăлнă.

Эпир сирень çеçке çурнине çуркунне çеç курма хăнăхнă, анчах çак тĕлĕнмелле пулăм кĕркунне те пулма пултарни кăмăла çĕклет, чунра çурхи туйăма вăратать.

Автор:Инга Алексеева