Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă пуçару
6 Октябрӗн 2022, 16:10

Çут çанталăк газĕ çине куçма субсиди уйăрĕç

Пушкăртстанри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви транспорт хатĕрĕсене топливо вырăнне çут çанталăк газĕпе ĕçлетересси çине куçарассипе ĕçлекен пайăр мар сăпатсене (предприятисене) тата уйрăм предпринимательсене субсиди уйăрса пама документсем йышăнма пуçлани çинчен пĕлтернĕ.

Çут çанталăк газĕ çине куçма субсиди уйăрĕç
Çут çанталăк газĕ çине куçма субсиди уйăрĕç

 Субсидисене ПР Правительствин 2020 çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухнă 443-мĕш постановленийĕпе (ăна 2022 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче тÿрлетÿсем кĕртнĕ, 555№) килĕшуллĕн предприятисем пурнăçлакан ĕç тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарас тĕллевпе уйăраççĕ. Мĕншен тесен вĕсем газ çине куçарассипе çыхăннă ĕçсене йÿнерех хакпа пурнăçлаççĕ, çавна пула автомобиль хуçи сахалрах тÿлет.

Метан çине куçнă транспорт хатĕрĕсен хуçисем (çав шутра лизинг урлă туяннисем те) тăкаксене шутланă чухне пысăкрах коэфициентпа усă кураççĕ. Вăл иккĕпе танлашать. Ун пек чухне тăкаксен виçи 45 процента çити чакать.

Субсиди мĕн чухлĕ уйăрса парасси транспорт хатĕрĕн тĕсĕнчен (тип) тата пысăкăшĕнчен килет. Сăмахран, çăмăл автомобиль валли 48 пинрен пуçласа 75 пин тенке çити уйăрĕç, çăмăл тата çав вăхăтрах çăк турттараканисен («Газель» йышшисем) -  86 пин тенкĕ. Çăк турттаракан пысăк автомобильсемпе автобуссем валли 300 пин тенке çити уйăрса пама пултараççĕ. Транспорт хуçисем хăйсен хурçă учĕсене йÿнерех хакпа газ çине куçарнипе пĕрле, «Газпромăн» маркентинг программипе усă курса, хушма пулăшу илме пултараççĕ – топливо хакĕн 50 процентне бонуссемпе саплаштарма май пур.

Субсиди илмелли йĕрке тата мĕнле документсем кирли çинчен правительствăн постановленине вуласа пĕлме пулать. Кунтах мĕнле критерипе суйласа илни çинче те çырса кăтартнă. Çавăн пекех хăвăра кирлĕ информаципе ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин сайтĕнче transport.bashkortostan.ru паллашма пултаратăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: