Республикăра пĕчĕк тăван çĕршывшăн ырă ĕçсем тумалли марафон 2021 çултах вăй илнĕ. Шăпах ун чухне «Атайсал» социаллă проект çула тухнă. Çак шухăш ПР Пуçлăхĕн пуçĕнче тăван кĕтесне Ишимбай районĕнчи Сайраново ялне кайса килнĕ хыççăн çуралнă. Часах Радий Хабиров журналистсемпе тĕл пунă май «Земляки – родным местам» обществăлла программа хута ярассине пĕлтернĕ.
Унăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртмалла. Пĕчĕк хуласемпе ялсенче çуралса ÿснĕ, халĕ паллă та сумлă çынсем хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывне пулăшу панă. Проекта политиксемпе бизнесменсем, обществăлла деятельсем хастар хутшăннă. Тулли мар икĕ çул хушшинче пĕтĕмĕшле 900 млн тенкĕлĕх 11 пин проект пурнăçа кĕртнĕ. Пĕчĕк тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тумалли çулталăк «Атайсал» проекта малалла тăсакан пулăм шутланать.
2002 çулта Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакансене паллă ентешĕ пысăк парне тунă. Ял йĕркеленнĕренпе 260 çул çитнĕ тĕле Сăрт-ту наукисен академийĕн академикĕ, Раççейĕн нефтьпе газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Николаев хăйĕн укçи-тенкипе Аслă Василий Çветтуя халалласа чиркÿ хăпартнă.
Икĕ теçетке çул иртнĕ хыççăн, 2020-2022 çулсенче, паллă академикăн Елена Николаева хĕрĕ чиркĕве юсама пулăшнă. Вăл спонсорла пысăк пулăшу панипе чиркĕвĕн умне, пусмине тата тăррине тĕпрен юсанă, шыв пăрăхĕсене улăштарнă, шалта якату-илемлетÿ ĕçĕсем ирттернĕ, пластик чÿречесем лартнă, çутă пралукĕсене çĕнетнĕ. Çавăн пекех сăваплă вырăнта Аслă Василий Çветтуй пăхăр палăкне вырнаçтарнă, ун йĕри-тавра брусчатка сарнă, кăвак чăрăшсем лартнă. Икĕ çул хушшинчи тăкаксен пĕтĕмĕшле хисепĕ 6,5 млн тенкĕпе танлашнă.