Çав кунхине çанталăкĕ хĕвеллĕ тăнăран ылтăн тĕслĕ хĕрес те хĕвел пайăркисемпе йăлтăртатса таврана илем кÿнĕ.
Çветит тумалли мешехене Салаватпа Кумертау хулисен Преосвященнăй епископĕ Николай хутшăннă. Вăл района ятарласа килсе çитнĕ. Хушăлка ялĕнчи Космăпа Дамиан ячĕллĕ чиркÿре кĕлĕсем ирттерекен Георгий атте ырă сăмахсем каланă, пуçтарăннă халăха саламланă, тав тунă, часавай историйĕпе паллаштарнă май кирлĕлĕхне çирĕплетнĕ. Çак кун Хушăлка ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех те уява çаврăннă. Мĕншĕн тесен вĕсем Иоанн манахӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен уйрӑммӑнах типтерлĕ асӑнаҫҫӗ, ҫӑлкуҫӑн сиплӗ вӑйне ӗненеҫҫӗ.
Иван Петрович Осипов 1863 ҫулта Хушăлка ялӗнче ҫуралнӑ. Турӑ ирӗкӗпе манах пулса тӑнӑ. Вăл, пӗччен пурӑнма тĕв туса, ту хӑвӑлне чавса кӑларнă та ҫавӑнта кун кунланă. Çынсем ун патне пулăшу ыйтма çÿренĕ. Ҫӗр хӑвӑлӗпе юнашар выртакан ҫӑлкуҫа Иоанн манах ятне панӑ.
Районта пурăнакансенчен çав вырăнта пулман çын та юлман пулĕ. Енчен те эсир унта пулса курман пулсан, кайса килме тăрăшăр. Питĕ интереслĕ те вăй хушакан вырăн унта.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.