«Ял-саласенчи почта – çыру ямалли тата илмелли вырăн кăна мар. Чылай ялсенче вăл социаллă инфраструктурăн пĕлтерĕшлĕ центрĕ шутланать. Эпир ĕçлекен уйрăмсене, инженери коммуникацисене шута илсе, тĕппипех çĕнететпĕр. Унсăр пуçне модульлĕ конструкцисенчен çĕннисене хăпартатпăр. Сĕтел-пукансемпе оборудованисем туянатпăр. Почта уйрăмĕсемпе сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнаймансем те усă курассине шута илетпĕр. Чи пĕлтерĕшли – вĕсен тивĕçĕсене анлăлататпăр. Çĕнетнĕ уйрăмсенче Госуслугинче учета тăратнине çирĕплетме е тепĕр хут пуçарса яма, ÿт температурипе юн пусăмне виçме, кирлĕ таварсем туянма май пур», - тесе çырнă ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, республикăра 1030 почта уйрăмĕнчен 80% ял-саласенче вырнаçнă. Вĕсемпе 1,5 млн çын усă курать.