Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă пуçару
24 Ноябрӗн 2023, 11:25

Игнашкино ялĕнче пурăнакансем сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн

Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ял Канашне кĕрекен Игнашкино ялĕнче пурăнакансем «Урă ял» конкурса хутшăнма кăмăл тунă.

Игнашкино ялĕнче пурăнакансем сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн
Игнашкино ялĕнче пурăнакансем сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн

Пушкăртстанра тăватă çул каялла «Урă ял» конкурс вăй илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ял-саласенче урă пурнăç йĕркине пуçарса ярасси, вăхăта усăллă  ирттересси, çынсене ырă та кирлĕ ĕçе явăçтарасси пулса тăрать.

Çак вăхăт хушшинче проектăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пыни сисĕнет. Çулсене йĕркене кĕртнĕ, ача-пăча тата спорт лапамĕсем «ÿссе ларнă» ялсен шучĕ республикăра нумайланса пырать. Эрех-сăра шĕвекĕсемпе иртĕхекенсен шучĕ майĕпен сахалланать. Çакна статистика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Конкурсра çĕнсе илнĕ укçапа çĕнтерÿçĕ-ялсем хăйсен территорине тирпей-илем кĕртме пултараççĕ.

 «Урă ял» ята çĕнсе илес текенсен алкоголизма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă мероприятисем йĕркелемелле, çут ĕç ĕçне ирттермелле, çавăн пекех сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пымалла. Алкоголизмпа кĕрешессисĕр пуçне конкурс ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те татса парать. Уйрăмах, çĕнсе илнĕ грантсем ялсене чечекленме пулăшаççĕ.

Михайловка ял Канашне кĕрекен Игнашкино ялĕн çыннисем хăйсен территорине тирпей-илем кĕртес тĕллевпе «Урă ял» конкурса хутшăнма кăмăл тунă.

 Хальхи ăру çитĕнĕкен ăрăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне çитерни, вăрçă çинчен чăннине, унăн паттăрĕсемпе вĕсен паттăрла ĕçĕсем, çынсем вăрçă асапне çирĕппĕн тÿссе ирттерни, вĕсем чунра ырăлăхпа юратăва сыхласа хăварни çинчен каласа пани питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлаççĕ ял çыннисем.

Паянхи кун Игнашкино ялĕнче пурăнакансем аллейăна хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ĕçе пурнăçлаççĕ: Ик юхан шывăн çăлкуçĕ çывăхĕнче хырсем лартнă. Йывăçем пурнăç символĕ пулнă май, хальхи тата çитĕнĕкен ăрăва тĕнче хаклăхне аса илтерĕç.

 

  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: