- «Атайсал» 2021 çулта вăй илчĕ. Кашнинчех, пĕтĕмлетÿсем тунă чух, проект пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнинчен тĕлĕнетĕп. Çынсем çав тери ырă пулнине, пĕр пайтасăр ентешсене пулăшма хатĕррине кăтартса параççĕ, - тенĕ Радий Хабиров. – Кăçал чи хастаррисем Калтасăпа Çтерлĕ, Краснокамскпа Мелеуз, Аскинпа Салават, Кигипе Буздяк районĕсенчен, Çтерлĕпе Агидель тата Нефтекамск хулисенчен пулчĕç.
Проектсем хушшинче – социаллă объектсен строительстви тата юсав ĕçĕсем, парксене хăтлăх кĕртесси, шкулсемпе ача сачĕсене, культура çурчĕсемпе вулавăшсене, фестивальсемпе мероприятисене пулăшу парасси. «Атайсал» витĕмĕпе республикăра палăксем лартаççĕ, асăну хăмисем вырнаçтараççĕ, мечетсемпе чиркÿсем хăпартаççĕ, ача-пăчапа спорт лапамĕсем тăваççĕ, çăлкуçсемпе масарсене тирпей-илем кÿреççĕ.
- Уйрăмах меценатсене ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшу панăшăн тав тăвасшăн. Салтаксем валли автомобильсем, кирлĕ оборудовани ярса параççĕ, блиндаж çуртасем тăваççĕ тата маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Хÿтĕлевçĕсен çемйисем пурăнакан çуртсене юсаççĕ. «Атайсал» проекта хутшăннă мĕнпур çынна тав тăватăп. Асăннă проект пирĕн пĕрлĕхе, вăя кăтартса парать, - палăртнă республика ертÿçи.