- Халĕ программа пĕтĕм республикипе сарăлнă, - палăртнă Радий Хабиров. – Çак вăхăт хушшинче эпир республика бюджетĕнчен уйăракан укçа калăпăшне 10 хут (60 миллионран 600 млн тенкĕ таран) ÿстертĕмĕр. Пĕтĕмĕшле субсидисен калăпăшĕ 3,5 млрд тенкĕпе танлашнă, 5 пин проекта хута янă.
Иртнĕ çултан пуçласа вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăн пĕр проекчĕ валли уйăракан чи пысăк укçа хисепĕ 1,2 млн тенке çитнĕ.
- Асăннă программăна чи лайăххи тесе шутлатăп. Ăна хастар çынсене шута илсе йĕркеленĕ. Çынсем кирлĕ проектсене хăйсем суйласа илеççĕ, пухусем ирттереççĕ, тĕллевĕсене хÿтĕлеççĕ. Хăйсен ĕçне вырăнти çынсене явăçтараççĕ, укçа пуçтараççĕ, спонсорсене тупаççĕ, субботниксене тухаççĕ. Бюджет пулăшăвĕпе тата вырăнти çынсен, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курса ача-пăча, спорт лапамĕсене йĕркелеççĕ, шкулсемпе ача сачĕсене юсаççĕ, палăксене, масарсене тирпей-илем кÿртеççĕ, ял хутлăхĕ валли техника туянаççĕ. ППМИ-2024 пĕтĕмлетĕвĕсене апрель уйăхĕнче тăвăпăр,- тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.