«Эпир апат-çимĕçĕн регионти банкĕпе пĕрле çула тухрăмăр», - иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Пушкăртстан Правительстви «Русь» федераллă банкпа меморандум алă пуснине аса илтернĕ май çырнă министр.
Шăпах çавăн чухне оператор суйлас, кирлĕ документсем пухас, валеçÿ центрĕ валли пÿлĕм шырас ĕç пуçланнă. Палăртнине пурнăçа кĕртме Каринэ Хабирова пулăшнă. Вăлах куратор шутланать. Проектăн «чĕри» Ĕпхÿри Вокзальная урамри Никольский чиркÿре вырнаçнă.
«Никон митрополита пехил панăшăн тата пулăшнăшăн чунтан тав тăватăп, - хушнă Ленара Иванова. – Чиркÿ ункайлă вырăнта ларать – çумĕнчен обществăлла транспорт иртет, апат-çимĕç илсе килнĕ фурăсене чарăнма вырăн пур».
Пÿлĕмĕн лаптăкĕ 200 метрпа танлашать, ăна юсамалла.
«Хăй вăхăтĕнче пÿлĕмре пушар тухнă. Ырă ĕçе пурнăçлама ырă кăмăллă çынсем тупăнсан лайăх пулĕччĕ», - каланине пĕтĕмлетнĕ Ĕç министерствин ертÿçи.