Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă пуçару
27 Апрелӗн , 11:45

Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă

Пушкăртстанра тепĕр чăваш историпе культура центрĕ йĕркеленĕ. Республика правительствин тивĕçлĕ постановленине ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров 2024 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче алă пуснă.

Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă
Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă

Çĕнĕ чăваш историпе культура центрĕ Толбазă ялĕнче Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕн филиалĕ пек ĕçлĕ. Район администрацине историпе культура центрне пулăшу пама хушнă. Документпа килĕшÿллĕн тăкаксене республика хыснипе ытти çăлкуçсенчен саплаштарĕç.
Ĕçе правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ – ПР экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов сăнаса тăрĕ.
Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче чăваш историпе культура центрĕ уçăласси пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров районăн хисеплĕ гражданинĕпе, ПР тава тивĕçлĕ строителĕпе, хăй вăхăтĕнче Чăваш Енĕн Пушкăртстан Республикинчи полномочиллĕ представителĕ пулнă Георгий Орловпа тĕл пулнă май пĕлтернĕччĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă
Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă
Авăркас районĕнче историпе культура центрĕ уçăлнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: