Пĕр эрне хушшинче пĕрлĕхĕн хастарĕсем 250 пин тенкĕ укçа пухма пултарнă. Унпа шыв, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ таварсем туяннă. Вĕсен шутĕнче – хуçланакан краватьсем (раскладушки), минтерсем, утиялсем, ал шăллисем, вырăн хатĕрĕсем, ачасемпе çитĕннисем валли памперссем. Çавăн пекех хуçалăхра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, бензинпа ĕçлекен пăчăкăсем, тумтир, атă-пушмак тата савăт-сапа.
Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра çĕнĕ, усă курман япаласем пухассине те йĕркеленĕ. Вĕсене михĕсем ăшне тирпейлĕ пуçтарса чикнĕ. Ĕпхÿ çыннисем усă курнă япаласем те илсе килнĕ пулнă, анчах та вĕсене конгресс-холл ĕçченĕсем тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн çеç кÿршĕсем патне ăсатма ирĕк панă.
Рашида Султанова каланă тăрăх, Эрĕнпур тăрăхĕнчи хĕрсем мĕн ыйтнă, çавсене пурне те туяннă. Ĕпхÿ çыннисемпе пĕрле инкеке лекнĕ кÿршĕсене пулăшма Пушкăртстанри ытти муниципалитетсем те хастар хутшăннă. Сăмах кунта Шаран, Татăшлă, Гафури, Салават, Мияки. Янаул, Туймазă, Бирск, Абзелил районĕсем тата Межгорьепе Белорецк хулисем пирки пырать.
«Трикотажница» фабрика учредителĕ Зухра Исмагилова, вăлах ПР Хĕрарăмсен союзĕн президиум пайташĕ пысăк пулăшу пачĕ. Вăл 350 пин тенкĕлĕх тумтир илсе килчĕ. Унăн ăшă та ункайлă дизайнпа çĕленĕ япалисем кирек кама та тивĕçтермелле. Пухнă таварсене вырăна илсе çитерме Конгресс-холл директорĕ, Хĕрарăмсен союзĕн президиум пайташĕ Айгуль Муратова тăрăшрĕ. Пирĕн Эрĕнпурти хĕрсем, облаçри Хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем, пулăшушăн пире чун-чĕререн тав турĕç. Таварсен пĕр пайне Эрĕнпурта инкеке лекнисене салатса панă, тепĕр пайне Орск хулине ăсатнă», тенĕ Рашида Султанова.
Пĕтĕмĕшле акци вăхăтĕнче 10 тонна çăк пухнă, ăна Эрĕнпур тăрăхне илсе çитернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.