Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă пуçару
29 Августӑн , 15:15

Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе авалхи çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ

Пушкăртстанра виççĕмĕш çул «Атайсал» проект пурнăçа кĕрет. Унăн  тĕп шухăшĕ – республикăра пурăнакансем, регионта çуралса ÿснисем, халĕ вара ытти регионсенче тымар янисем хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне пулăшассинче. Пулăшу вара тĕрлĕ енлĕ пулма пултарать.

Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе авалхи çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ
Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе авалхи çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ

«Атайсал» проект вăй илнĕренпе 1,4 млрд тенкĕлĕх 27 пин проект пурнăçа кĕнĕ. Чылай çыншăн вĕсен уйрăм атайсалĕ çăлкуçсене тирпей-илем кĕртнипе çыхăннă. Çапла 2021 çултанпа республикăри 577 çăлкуçа çĕнĕ пурнăç парнеленĕ.

Нумай пулмасть Шаран районĕнчи Сарсаз ялĕнчи «Саз Чишмэсе» çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ. Тÿртÿллĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова пĕлтернĕ тăрăх, ватă çынсем ялтан инçе мар варта çăлкуç пуррине аса илнĕ. Хăçан-тăр ял çыннисем унта шыв илме çÿренĕ. Вăхăт шунă май çăл шывне ăсма пăрахнă. Çавăнпа ун патне илсе çитерекен сукмак та курăкпа хупланнă.

Анчах Сарсаз ялĕн старости Фарит Галиев тата темиçе пуçаруллă çын çăлкуçа иккĕмĕш пурнăç парнелеме шут тытнă. Чăн малтан вĕсем ялти ватă çынсенчен çăл ăçта вырнаçнине ыйтса пĕлнĕ. Кирлĕ вырăна шыраса тупсан шыв çулне тасатнă, территорие тирпей-илем кÿнĕ. Халĕ вăл кану зонине çаврăннă.

Çав вăхăтрах вырăнти культура çурчĕн культорганизаторĕ Зайтуна Васильева çăлкуçа хăтлăх кÿнĕ ятпа уяв программи хатĕрленĕ. Уяв питĕ илемлĕ иртнĕ: ял çыннисем халăх йăли-йĕркисене аса илнĕ, пултарулăх номерĕсем хатĕрленĕ, юбилярсемпе ялăн пуçаруллă çыннисене чысланă.

Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе авалхи çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ
Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе авалхи çăлкуçа тирпей-илем кÿнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: